Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашсемшӗн эп кӗрешӗп (Пайтул)

Кӑйкӑр кайӑк — савнӑ кайӑк,
Эс вӗҫетӗн тӳпере.
Эс ҫӳлте чухне пит лайӑх,
Вутлӑ ҫулӑм чӗрере.

Санпала пӗрле вӗҫесчӗ,
Ҫавалтан Атӑл таран.
Савнӑ ҫӗрӗме пиллесчӗ
Араскал, телей чунран.

Чӑваш ҫӗрӗ питӗ чаплӑ —
Ӑмсанаҫҫӗ тӑшмансем.
Пӗлӗр халь: эп Пайтул ятлӑ,
Сире сутмӑп, чӑвашсем!..

Чӑвашсемшӗн эп кӗрешӗп
Пӗрчӗ юн тумламчченех.
Хампала пӗрле чӗнетӗп
Чи маттур йӗкӗтсене.

Ӑнлантаркӑч

1937 ҫулта Марка ялӗнчи Кириле ятлӑ ватӑ юрӑҫран П.П. Юркин тӗпчевҫӗ ҫырса илнӗ.

Ҫавӑн пекех

Пайтулӑн ытти юрри-сӑввисене вулӑр.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-05-12 13:36:52 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2237 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем